Шкул музейĕнче

Шкул музейĕнче



Пирĕн шкулта питĕ чаплă музей пур. Паян пуçламăш класс ачисем шăпах çавăнта çул тытрĕç. Мĕн кăна çук-ши кунта! Хресчен кил-çуртне сăнлакан пÿлĕм, пÿртре усă курмалли япаласем: авалхи йывăç кравать ларать, ун çинче тĕрлесе илемлетнĕ минтерсем, çекĕлпе çыхнă чĕнтĕрлĕ виткĕчсем, тĕрлĕ çипуç. Çумĕнчех сăпка çакăнса тăрать. Кунтах хĕрарăмсем тĕпел кукринче тыткаланă хатĕрсем: турчăка, ухват, çатмасем, çатма аврисем, йывăçран тунă савăт-сапа. Йывăç витре те пур, тăвар вĕтетмелли килĕ те, кукăль валли улма тӳмелли, кĕпе çумалли валашкасем, çăкаран хатĕрленĕ пĕчĕк пыл чĕресĕ, çу уçламалли уйран çӳпçи. Юнашар пÿлĕмре вара арча ларать. Арчара ĕлĕкрен хĕрарăмсен кĕпе-тумтирĕ упраннă, чи хаклă япалисене те унтах хунă асанне-кукамайсем. Тĕрлĕрен савăт-сапа, пир-авăр хатĕр-хĕтĕрĕ хăйсен вырăнне тупнă кунта. Ачасем паян ытларах кил тĕрĕшĕнчи япаласемпе кăсăкланчĕç. Кашнине тенĕ пекех тытса пăхрĕç, ыйтусем пачĕç. Çак чăваш тĕнчине лексен чуна питĕ ăшă пулса каять, хăвăн тăван халăхун пурнăçне тата та тарăнрах пĕлес, тĕпчес туйăм çуралать.