Иван Яковлевич Яковлев - аслă вĕрентекен

Иван Яковлевич Яковлев - аслă вĕрентекен



Чăваш чĕлхипе литература эрни пырать. 5 класра вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç. Чăваш хресченĕсем И.Я. Яковлева „çутта кăларакан”, „ăс паракан”, „пирĕн ырă çыннăмăр” тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. „Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ”, „чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ” тенисем халичченех упранса юлнă. Хресченсем ун патне хăть хăçан та хăйсен ыйтăвĕсемпе пыма пултарнă. Ачасем Иван Яковлевич Яковлев тăван халăхшăн мĕн-мĕн тунине аса илчĕç, унăн асаилĕвĕсене вуларĕç. „Çитĕннĕ вăхăт” кĕнекене мухтавлă вĕрентекенĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен калакан сыпăксене кĕртнĕ. Ку кĕнеке пурин кăмăлне те кайрĕ. Вулама тата ăнланма çăмăл пултăр тесе асаилÿсене кĕскетнĕ, пуплевне ансатлатнă. Кашни сыпăкĕ – хăйне евĕр пĕчĕк калав. Вырăсларан ăна Г.Ф. Юмарт куçарнă. Иван Яковлевич тăрăшулăхĕ, çирĕп кăмăлĕ çамрăк вулакансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл ачаранах тăван халăха, чĕлхене, культурăна юратма, тытнă тĕллев патне çирĕппĕн утма хавхалантарса пырать.