«Чăваш чĕлхи» фильм

«Чăваш чĕлхи» фильм



Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Çак эрнене эпир  Виктор Чугаровăн «Чăваш чĕлхи» фильмне курнинчен пуçлас терĕмĕр. «Тăван чĕлхе вăл халăхăн сăваплă  та чи таса, чи хаклă пурлăхĕ. Тăван чĕлхе – тĕнче ăс-хакăлĕ. Калама çук пуян, ытарайми хитре вăл, пирĕн тăван чĕлхемĕр», – тесе хаклать хамăр чĕлхене сумлă çыравçă Юхма Мишши. «Чăваш чĕлхи» фильм курнă хыççăн çак шухăш татах та çирĕпленчĕ. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мăн Явăш шкулĕн 7 класĕнче вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи» фильм пăхрĕç. Ачасем  фильма кăмăлпах пăхрĕç. Чӑннипех те чуна парса тунă  ĕç куракансен кӑмӑлне хускатрĕ. Фильма пăхнă хыççăн Виктор Александрович  питĕ кирлĕ ĕç тунине каларĕç вĕсем. Кашни çын хăйĕн тăван чĕлхине хакламаллине, юратмаллине  палăртрĕç. Ҫак документлӑ ӗҫе Виктор Чугаров хамӑр патра ҫеҫ мар, ют ҫӗр-шывсене те ҫитсе  ӳкернӗ.  Пирĕн чăваш çыннисем тĕнчипех саланнă вĕт-ха. Таçти ют çĕр-шывсенче пурăнаççĕ пулин те хăйсен  тăван чĕлхине манса кайман. Вăл çеç те мар, ачисене те чăвашла калаçма вĕрентеççĕ. Виктор Александрович Германи, Франци çĕр-шывĕсене çитсе унти чăвашсемпе тĕл пулса калаçнă. Фильм ӳкерес шухӑш ун пуçне ӑнсӑртран килсе тухнă иккен, ҫӳлти хӑватсем кирлӗ ҫынсемпе паллаштарнă. Чӑвашла калаҫма Виктор шкулта тата ҫуллахи каникулта яла кайсан вӗреннӗ.  Халĕ вăл юратсах  чăваш чĕлхине ăса хывать. Чӑвашла пӗлнипе тата ку чӗлхепе калаҫма пултарнипе Виктор Чугаров хӑпартланать-мӑнаҫланать.