Ача-пăча вăййисем

Ача-пăча вăййисем



Мӗн тӗрлӗ кӑна вӑйӑ вылямаҫҫӗ пулӗ ачасем! Кашнин юратнӑ вӑййи (е вӑййисем) пур. Вăйă вăл – савăнăç, туслăх, вăй-хал, юлташсемпе хутшăнни, сывлăха çирěплетни. Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май пуçламăш класс ачисем  чăваш ача-пăча вăййисемпе паллашрĕç.  Кружока çÿрекенсем хаваспах тĕрлĕ вăйă вĕренчĕç, выляса пăхрĕç. «Шăрпăкла» вăйă вĕсене ытларах килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен кунта пĕр-пĕрне тĕрлĕ ĕç хушма, ыйтусем пама, сăвă-такмак калаттарма пулать. Чăваш чěлхи питě илемлě вăл, ачаш, янăравлă та çепěç. Сăвăсем каласа, юрăсем юрласа, вăйăсем выляса эпир унăн илемне туйма вěренетпěр. Шăпах тěрлě вăйăсемпе паллашса, пěр-пěринпе хутшăнса, калаçса эпир хамăра тирпейлě тытма хăнăхатпăр. Вăйăри хутшăну, сăвă-такмак пире аттепе анне чěлхине юратма, ăна упрама вěрентет.