Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ



Тăван халăхна
Ĕмĕрне те ан ман:
Ăсра та, ăшра та
Вăл пултăр ялан.
А.Канаш
Паян – чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă чĕлхе. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма та пулать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăй чĕлхине юратакан кашни чăваш тăван чĕлхе кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелесе янă И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн-ха çакăншăн? Чăваш халăхне çутта кăларнă И. Я. Яковлев çуралнă кун иртекен уява палăртма пуçланăранпа кăçал 32 çул çитрĕ. «Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ», – тенĕ Иван Яковлевич. Эпир те паян, Мăн Явăш шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Васильева Т.М. ертсе пынипе «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» уявра çакна курса ĕнентĕмĕр. Чĕлхемĕр çинчен сăвă-юрă янăрарĕ; вăйă-кулă, халăхăмăрăн пуян сăмахлăхĕ савăнтарчĕ; хитре тĕрĕ-эрешĕ, çыпăçуллă çипуçĕ кăмăла кайрĕ. Мăн Явăш библиотекин ĕçченĕ Григорьева Л.В. та хутшăнчĕ уява. Вăл тăван халăхăн йăли-йĕркисем çинчен каласа пачĕ. Туй йĕркипе паллаштарчĕ, туй арăмĕн капăрлăхĕсене кăтартрĕ, кашни япали çинче чарăнса тăчĕ. Вăл ертсе пынипе чăваш вăййисене аса илчĕç ачасем, выляса пăхрĕç, унтан викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. Уява пĕтĕмлетнĕ май, аслисем вĕренекенсене тăван чĕлхене юратма, ăна упрама чĕнсе каларĕç.